Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ургалкин Алексей Константинович

Ургалкин Алексей Константинович — чăваш актёрĕ. 1910 çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чĕмпĕр облаçĕнчи Синкĕл районне кĕрекен Елаур ялĕнче çуралнă. 1981 çулхи чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарта чĕри тапма чарăннă.

Пурнăçĕ

Артист пулма ачаранах ĕмĕтленнĕ. 1931 çулта ăна пурнăçа кĕртнĕ — Магнитогорскри ĕç çамрăкĕсен театрне (МĔÇТ) вĕренме кĕнĕ.

1932—1935 çулсенче Хĕрлĕ Çарта пулнă, унта полк драма кружокне ертсе пынă.

1936 çулта Чăваш академи драма театрне ĕçлеме килнĕ. Унта вăл чĕри тапма пăрахичченех тăрăшнă.

Унăн ĕç вырăнĕсене асăнас пулсан çаксене кĕртме пулать:

  • вулав çуртĕнче заведующий (1925–1931);
  • Магнитогорскри металлурги комбиначĕн домнине тăвассин курсĕсене йĕркелессин ĕçне яваплă пурнăçлаканĕ (1932);
  • МĔÇТ актёрĕ (1935–1936);
  • Чăваш патшалăх театр училищин режиссёр ассистенчĕ (1938-1940);
  • Чăваш патшалăх академи драма театрĕ çумĕнчи театр студийĕн преподавателĕ (1943-1947).

Ăна Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕн депутатне суйланă, Шупашкар хулин Мире хÿтĕлекен комитечĕн председателĕ пулнă.

Пултарулăхĕ

Алексей Ургалкин К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн тĕп актерĕсенчен пĕри пулнă. 45 çул хушшинче вăл 250 ытла сăнар вылянă. Çав шутра:

  • Актер («На дне», Макçăм Горький),
  • Сетнер тата Михетер («Нарспи», Константин Иванов)
  • Айтар, Улай, Ахтупай («Айтар», Петр Осипов)
  • тата ыттисем.

Алексей Константинович режиссёр ĕçне те тунă. Чăваш патшалăх театр училищин студенчĕсемпе пĕрле вăл 1938–1940 çулсенче çак спектакльсене лартнă:

  • «Аслати» (А.Н. Островский),
  • «Усрав хĕр» (А.Н. Островский),
  • «Чие сачĕ» (А.П. Чехов).

Алексей Ургалкин радио- тата телеспектаклсенче вылянă, фильсен чăвашла куçарăвĕсене сасăпа вулама хутшăннă.

Çитĕнĕвĕсем

Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ (1945), Чăваш АССРĕн халăх артисчĕ (1950), РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1957), РСФСР халăх артисчĕ (1968), СССР халăх артисчĕ (1976) ятсене тивĕçнĕ. Алексей Константиновича Халăхсен туслăхĕн орденĕпе, «Хисеп паллипе» тата медальсемпе чысланă.

Паллă чăваш актёрĕн ятне Чăваш АССРĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеплĕ Кĕнекине çырса кĕртнĕ (1970). Шупашкарти пĕр урам Алексей Ургалкин ячĕпе хисепленет.

Каçăсем

Вуламалли

  • Романова Ф.А. Алексей Константинович Ургалкин // Учёные записки ЧНИИ. Вып.50. Ч., 1974.
  • Ургалкин Алексей Константинович // Театральная энциклопедия. Т. 5. М., 1966.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-03-28 13:34:29 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3278 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем